Грипп, респираторлă вирус инфекцийĕ, коронавирус сарăласран асăрханмалла. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ çула тин çеç кĕтсе илтĕмĕр пек, анчах çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе те пырать. Кунсем хăвăрт иртеççĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çакăн çинчен каланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламалли çинчен аса илттерчĕ: «Кайран паттăрлăх кăтартса ĕçлемелле ан пултăр — пĕтĕмпех планпа пăхнипе килĕшӳллĕн пурнăçламалла...» Асăрхаттару ăнсăртран мар — хушнине тӳрре кăларман тĕслĕхсем пур.
Тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнипе пĕрлех «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» нацпроекта мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç. Ку ыйтупа экономика министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшма уйăрнă укçа виçи 1,2 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Кăçал ку виçе самай пысăкланмалла — 1,6 миллиард тенке яхăн пулĕ. Çав шутра 15,9 миллионĕ кăна республика бюджетĕнчен, ыттине пĕтĕмпех федераци бюджечĕ уйăрĕ.
Çулталăкăн бюджетпа çыхăннă кăтартăвĕсене ткнтикунхи канашлура финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева пĕлтерчĕ. Республикăн 2022 çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 94 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Тăкаксем — кăшт пĕчĕкрех. Çавна май иртнĕ çултан юлнă укçа кăçалхи ĕçсене туса пĕтерме пулăшĕ.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2022 çулхи кăтартăвĕсене тунтикунхи канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ.
«Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисен витĕмĕ пысăкрах пуласса кĕтнĕччĕ, анчах ырă туртăмсем эпир вĕсене тӳссе ирттернине кăтартаççĕ — нумай енĕпе ĕç ӳсĕмлĕ пулни палăрать», — терĕ вăл. Çакна кашни отрасль кăтартăвĕсемпе çирĕплетрĕ.
Чăваш культурин патриархĕ Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитет. Республика кашни чăвашшăн хаклă çак куна сумлăн паллă тума хатĕрленет. Кун çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ каншлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.
Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 301 çул çитрĕ. Республика прокуратуринче ĕнер надзор органĕн сотрудникĕсене савăнăçлă лару-тăрура уяв ячĕпе саламларĕç.