«Пирĕн чĕре витĕр çынсен шăпи тухать»
Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 301 çул çитрĕ. Республика прокуратуринче ĕнер надзор органĕн сотрудникĕсене савăнăçлă лару-тăрура уяв ячĕпе саламларĕç.
Чи малтанах — РФ Генеральнăй прокурорĕн саламĕ. Игорь Краснов палăртнă тăрăх, «прокуратура саккунлăхăн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать, çынсем прокуратура хăйсене пулăшасси пирки иккĕленмеççĕ. Пиртен кашнин чĕри витĕр çынсен шăпи тухать» — надзор органĕн представителĕсен ĕçĕн пĕлтерĕшне чăннипех тарăннăн сăнлакан сăмахсем. Иртнĕ çул уйрăмлăхне илес тĕк — Раççейĕн пысăк çемйине тата тăватă суб±ект хушăнни, паллах, прокуратура ĕçĕнче те палăрать: «Унти ĕçтешсене пулăшăпăр».
Республика прокурорĕ Андрей Фомин I Петĕр патша саманинче туса хунă прокуратура темиçе ĕмĕрте пысăк çула хыçа хăварса паян та хăйĕн тивĕçне ăнăçлă та туллин пурнăçланине палăртрĕ. Хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕçне кĕскен пĕтĕмлетнĕ май вăл çак тапхăр пĕтĕм çĕршывшăн ансат мар тĕрĕслев пулнине çирĕплетрĕ. Çав шутра — надзор органĕшĕн те. Тулли мар мобилизациех мĕне тăрать! Паллах, ку ĕçе прокуратура çирĕп сăнаса тăнă, «çакă мобилизацие саккуна çирĕп пăхăнса ирттерме пулăшрĕ». Анчах мобилизаци вĕçленни унпа çыхăннă ĕç хыçа юлнине пĕлтермест. Халĕ мобилизациленисен, вĕсен çемйисен прависене тивĕçтересси малти вырăнта – прокурорсем çак ĕçе куçран вĕçертмеççĕ.
Е тата — санкцисемпе çыхăннă ĕç-пуç. Çак условисенче, паллах, бизнес ĕçне ура хуракан чăрмавсене сирни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ прокуратура тĕрлĕ тытăм пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсене тĕрĕслессине май пур таран чакарассине тĕпе хунă — планпа пăхнă тĕрĕслевсен 65% ирттерме хирĕçленĕ. Андрей Валерьевич та халăх прокуратурăна шанасси çӳллĕ шайра пулнине пусăм тусах палăртрĕ. Çавăнпах-тăр граждансем надзор органĕнчен пулăшу ыйтасси те чакмасть: 2022 çулта 40 пине яхăн ыйту йышăннă — прокурорсем кашни пиллĕкмĕшне тивĕçтерме пултарнă.
«Саккунлăха, граждансен прависене тивĕçтересси» — çак сăмахсене хăнăхса çитнине кура вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки кашнинчех шухăшласах та каймастпăр. Анчах, республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн шухăшĕпе, вĕсен хыçĕнче — саккунлăх хуралĕнчи çынсен пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ. Юлашки икĕ çул, иккĕленмест вăл, йывăр экзамен кăна мар, «хамăрăн ĕç мелĕсене тĕпрен улăштарса çĕнетме хистенĕ тапхăр та». Çав улшăнусене ĕçе кĕртме вара çĕнĕ йышăнусем, хальччен пулманнисем, кирлĕ. Иртнĕ çулта кăна влаç органĕсем нумай çĕнĕлĕхе вăя кĕртнĕ, ку, терĕ Олег Алексеевич, малалла утмалли лайăх никĕс пулса тăрĕ. Хайхи çĕнĕлĕхсем чи малтан граждансем тĕлĕшпе тимлĕхе ӳстерессине пырса тивеççĕ. Вĕсене кӳрекен пулăшу халĕ чылай комплекслăрах, адреслăрах.
Раççей Президенчĕ те ку енĕпе çĕнĕ пуçарусем тăвать, вĕсене пурнăçлассине укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине пысăка хурать. Çавна май республикăра пĕлтĕр патшалăх инвестицийĕсен калăпăшĕ 50% ытла пысăкланнă. Укçа-тенкĕпе усă курассине вара тимлĕ сăнаса тăмалла — об±ектсене вăхăтра тата кирлĕ пахалăхпа хута ярасси таранах. Ку ĕçре, паллах, прокуратура тимлĕхĕсĕр ниепле те май çук.
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов та прокуратурăпа алла-аллăн ĕçленине пысăка хурса хакларĕ. Иртнĕ çул Чăваш Ен парламенчĕ 150 ытла нормăпа право акчĕ, саккун йышăннă. Кашнинех прокуратура органĕсемпе «çураçтарнă» — пĕр проекта та вĕсем хирĕçленипе каялла тавăрса паман. Мĕншĕн тесен вĕсене хатĕрленĕ тапхăртах надзор органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ.
Ăшă саламсен сумне, паллах, наградăсем пушшех пысăклатрĕç. Вĕсем вара — республика шайĕнчисем те, федераци пĕлтерĕшлисем те: «Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕ» ят, Ягужинский медалĕ, класлă чин, тав хучĕсем...