Чирлекен нумай мар, анчах сыхлăх кирлех

30 Кăрлач, 2023

Грипп, респираторлă вирус инфекцийĕ, коронавирус сарăласран асăрханмалла. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.

Грипа илес тĕк — юлашки эрнере чирленĕ 57 çынран ытларахăшĕ, 60%, 3-14 çулсенчи ачасем. Чир вăй илейменнин сăлтавне Владимир Степанов прививка тутарнисен йышĕ пысăккипе сăлтавларĕ. Республикăра çак чир ересрен сыхланса 589 пин çынна вакцинациленĕ. Иртнĕ çулсенче ку йыш самай пĕчĕкрех пулнă — çынсем ытларах чирленĕ. Çапах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем эпидеми пулсан та кирлĕ пек ĕçлеме хатĕр. Лару-тăру тăруках çивĕчленес пулсан чирлисене йышăнмашкăн тĕрлĕ больницăра 3,5 пине яхăн койка-вырăн васкавлăн уйăрма пулать.

Коронавирус пирки те манма юрамасть. Пандеми пуçланнăранпа республикăра çак чирпе 109 пине яхăн çын чирленĕ. Сиплев учрежденийĕсенче паян та сипленекенсем пур. Коронавирусран Чăваш Енре пурăнакансен 51% прививка тутарнă. Анчах, министр палăртнă тăрăх, Улатăр хулипе районĕнче ку кăтарту республикăри вăтам шайран самай пĕчĕкрех. Вăрмар районĕнче вара кунашкалли 65 çултан аслăраххисемшĕн кăтартуллă — хайхи процентсем вĕсем тĕлĕшпе пĕчĕк. COVID-19 чи малтан ватăсемшĕн хăрушă пулнине шута илсен — пăшăрханмалли сăлтав.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская каланă тăрăх, лару-тăру çивĕч теме çук пулин те ОРВИ чирĕсем юлашки кунсенче ытларах сарăлаççĕ. Ачасен хушшинче — пушшех. Шупашкарти тата Муркаш районĕнчи икĕ шкулти темиçе класа вăхăтлăха хупма та тивнĕ. Çавна май вăл тĕрĕслев çирĕп пулмалли, чирлĕ çынсене вĕрентӳ ĕçне явăçтарма юраманни çинчен аса илтерчĕ. Прививка тутарни пысăк пĕлтерĕшлине Надежда Феофановна та палăртрĕ. Çакна иртнĕ эрнере чир ернĕ çынсен хушшинче вакцинациленисем çукки те çирĕплетет.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев ĕç-пуçа хăй еккипе яма юраманни çинчен каларĕ. Ачасем чылаййăн чирленине кура шкул директорĕсен уйрăмах сыхă пулмалла. Прививка туни те халĕ, лару-тăру йĕркеллĕ чухне, кирлĕ — кайран кая юласси те часах. Çавăн пекех вăл сывлăх сыхлавĕн министрне аптекăсенче грипран сипленмелли эмел çителĕклине тишкерме хушрĕ — саппас пулмалла.

www.hypar.ru

Комментари хушас