Иван Яковлев юбилейне çĕршыв шайĕнче паллă тумалла

16 Кăрлач, 2023

Чăваш культурин патриархĕ Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитет. Республика кашни чăвашшăн хаклă çак куна сумлăн паллă тума хатĕрленет. Кун çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ каншлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

Вăл Иван Яковлевичăн çуралнă кунне çĕршыв шайĕнчех уявламаллине палăртрĕ. «Иртнĕ эрне вĕçĕнче тивĕçлĕ хушу хатĕрлерĕм — çак эрнере юбилей мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерекен йĕркелӳ комитечĕн ĕçне палăртса çитермелле. Иван Яковлевăн ĕçĕ Раççейĕн нумай регионĕпе çыхăннă, çавăнпа йĕркелӳ комитечĕн йышне общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсене, Правительство членĕсене кĕртмелле», — терĕ Олег Николаев.

Регион ертӳçи нарăсăн 5-мĕшĕччен мероприятисен планне хатĕрлесе çитерме хушрĕ. Вăл та май пур таран анлă пулмалла — наукăпа практика ĕçĕнчен пуçласа Иван Яковлев ячĕллĕ урамсемпе скверсене, ун ячĕпе лартнă палăксене тирпейлесси таран. Олег Алексеевич шучĕпе, Иван Яковлев ĕçĕ ачасемпе тачă çыхăннине кура юбилее Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе çыхăнтарни те вырăнлă. Мероприятисен координаторĕн тивĕçне вара Вĕрентӳ министерствине шаннă.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас