Тăлăх шăпине ăмсанаймăн

30 Кăрлач, 2023

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи канашлура тишкернĕ ыйтусенчен пĕри — опека органĕсен ĕçĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, републикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен йышĕ 2,4 пин ытла çынпа танлашать. Юлашки пилĕк çулта вĕсен шучĕ 19% чакнă. Çĕнĕрен тупса палăртаканнисен йышĕ те пĕчĕкленсе пырать. Пĕлтĕр шута илнисем — 302 ача. Çав шутра 193-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен хӳттисĕр юлнă: ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă, тĕрме-колоние лекнĕ тата ытти те. Унашкаллисем Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере чылай. Министр шучĕпе, «сахалрах пулатчĕ — профилактика органĕсем кирлĕ пек ĕçлесен...» Пĕлтĕр ачасем çемьесенчен тухса кайнă 81 тĕслĕхе шута илнĕ. Çул çитменнисемпе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн Дмитрий Анатольевич Çĕнĕ Шупашкар хулин, Етĕрне, Муркаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай округĕсен опека органĕсене ӳпкелерĕ.

1670 тăлăхран 92% çемьесенче воспитани илет. Тăлăхсен пилĕк учрежденийĕнче — 128 ача. Дмитрий Захаров ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас тĕлĕшпе Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче, Шупашкар, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенче çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ — вĕсенчи тăлăха юлнă ачасем тĕпрен илсен тăлăхсен çурчĕсене лекеççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас