Тĕрĕ çĕнтерме пулăшнă
Пĕтĕм Раççейри «Халăх сувенирĕ» конкурсра «Паха тĕрĕ» предприяти малти вырăнсене йышăннă.
«Чи паллакан асăнмалăх япала» номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Йăла-йĕркене пăхăнса хатĕрленĕ тата хальхи йышши сувенирсемпе 2-мĕш вырăна тухнă.
«Ахальтен мар Чăваш Ен çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ шутланать. Предприяти чăваш тĕррине промышленноç шайĕнче аталантарни, наци паллипе илемлетнĕ хатĕрсем туса кăларни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă экономика министрĕ Дмитрий Краснов.