Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă

16 Кăрлач, 2023

Тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнипе пĕрлех «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» нацпроекта мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç. Ку ыйтупа экономика министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшма уйăрнă укçа виçи 1,2 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Кăçал ку виçе самай пысăкланмалла — 1,6 миллиард тенке яхăн пулĕ. Çав шутра 15,9 миллионĕ кăна республика бюджетĕнчен, ыттине пĕтĕмпех федераци бюджечĕ уйăрĕ.

Палăртма кăмăллă: республикăра предпринимательсен шучĕ пысăклансах пырать — хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен 79,8 пине çитнĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем тенĕрен, вĕсем халĕ Чăваш Енре 36 пин ытла. Çак йышăн 79% пĕлтĕр хушăннă, вĕсен 80% хăйсен ĕçне пуçласа легализациленĕ. Регистрациленни патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма май парать. «Манăн бизнес» центр та вĕсене МСП субъекчĕсене кӳрекен пулăшупа шайлашуллă тĕревлет. Калама кăна — пĕчĕк, чăннипе вара паян республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракан çынсен тӳпи ĕçлекен халăхăн пĕтĕмĕшле йышĕн 19,7% танлашать. Министр кăçал çак кăтарту 20% урлă каçасса шанать.

Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе кашни муниципалитет ĕçне тишкерсе хаклассине палăртрĕ. Уйрăм çынсен технопаркĕсене йĕркелес тĕлĕшпе лайăх ĕçлени çинче\чарăнса тăчĕ. Ун шучĕпе, çакă усă курман, пăрахнă предприятисемпе территорисене çĕнĕрен ĕçе кĕртме май пани пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунашкал ăнăçлă тĕслĕх чылай. Шупашкарти «Контурта», авă, электротехника туса кăларасси вăй илет, агрегат завочĕпе «Текстильмаш» çурчĕсене оборудовани производстви йышăнать, унччен тĕп хулан пахча çимĕç управĕ пулнă территорире «Чăвашторгтехника» хăйĕн производствине аталантарать... «Çакă питĕ тĕрĕс — кунашкал майсене шырамалла, вĕсемпе усă курмалла», — терĕ Олег Алексеевич.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас