Санкцисене парăнмасăр
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2022 çулхи кăтартăвĕсене тунтикунхи канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ.
«Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисен витĕмĕ пысăкрах пуласса кĕтнĕччĕ, анчах ырă туртăмсем эпир вĕсене тӳссе ирттернине кăтартаççĕ — нумай енĕпе ĕç ӳсĕмлĕ пулни палăрать», — терĕ вăл. Çакна кашни отрасль кăтартăвĕсемпе çирĕплетрĕ.
Промышленноç производствин индексĕ 99,4% шайĕнче. Анчах, Дмитрий Иванович каланă тăрăх, ку юлашки кăтарту мар-ха — тĕп-тĕрĕс цифрăсем кăшт каярахпа пулĕç, çавăнпа вăл хайхи кăтарту 100% урлă каçма пултарассине те палăртрĕ. Республика промышленноçĕн тĕп отраслĕсем ӳсĕмлĕ ĕçлени куçкĕрет. Çав шутра — электротехника, машинăсемпе оборудовани, хими продукцийĕ туса кăларасси. Импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тĕпе хуракан предприятисен ĕçĕ уйрăмах ăнăçлă. Вĕсен шутĕнче министр «Атăлçи перекиçне», «Августа», ЧЭАЗа, «Каскада», ыттисене асăнчĕ.
Ял хуçалăхĕпе мăнаçланма сăлтав пур — иртнĕ çулхи кăтартусене 15% ӳстерсе регион ку енĕпе Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăна тухнă. Сĕт, аш-какай, çăмарта туса илесси, тĕш тырă çитĕнтересси — кăтартусем пур енĕпе те ӳсĕмлĕ. Строительсене те мухтамалла. Нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тăвассине 20% пысăклатнă, уйрăм çынсем çурт-йĕр тăвасси вара 1,5 хут ӳснĕ.
Тулашри экономика ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем кăна чакнă. Сăлтавĕсене пĕлетпĕр. Импорт 5% пĕчĕкленнĕ — нумай мар, экспорт çухатăвĕ вара курăмлă — 27%. Ку цифрăсем — Анăçри çĕршывсем пирĕнпе ĕçлеме пăрахнин витĕмĕ. Çавăнпа Дмитрий Краснов паян Раççейпе туслă çĕршывсемпе çыхăнусене çирĕплетес енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ — экспорт адресĕсем улшăнмалла.
Паллах, хаксем пирки те сăмах пулчĕ. Инфляци 12,3% танлашнă. Тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ пĕчĕкленни те палăрать. Апат-çимĕç мар таварсем тĕлĕшпе — пушшех. Çакă суту-илӳ онлайн мелсем çине куçса пынипе те сăлтавланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ чылай маркетплейсра Чăваш Ен малтисен ТОПне кĕрет.
Ĕçсĕрлĕх 2,8% шайĕнче — кунашкал пĕчĕк кăтарту ĕçлев рынокĕнче тахçантанпах пулман. Пĕлтĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 40 пин тенкĕ урлă каçнă — çулталăк каяллахинчен 15% пысăкрах. Чи пысăк шалу IT, çыхăну сферинче — 56,5 пин тенкĕ. Финанспа страховани сфери те нумай кая мар — 56,4 пин...