2014 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 95 ветеранĕ пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарать. Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри ветерансем валли федераци бюджедĕнчен 100,2 млн тенкĕ килсе çитнĕ.
Сĕнтĕрвăрринче ял шахматисчĕсен республика фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕк, Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрнар, Шупашкар, Патăрьел, Красноармейски районĕсен тата Çĕнĕ Шупашкар хулин представителĕсем хутшăннă.
Редакцие Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Зоя Герасимова шăнкăравларĕ. «Паралимп вăййисене хупнă чухне вăй-хăвачĕпе тĕлĕнтернĕ Алексей Чувашев чăваш мар-ши?» - пĕлесшĕнчĕ пулчĕ вăл.
"МАП" ООО хаçат-журнала 2014 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăнакансене хавхалантарас тĕллевпе конкурссем ирттерет.
Пичет кăларăмĕсене çыхăну уйрăмĕнче "Раççей почтин" каталогĕ тăрăх чи пысăк суммăллăх суйласа илнисене "LADA-GRANTA" çăмăл машинăпа чыслаççĕ. Тата тепĕр хĕрĕхĕшĕ йăлара усă куракан техника сертификатне - тивĕçĕç.
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерстви Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ППЭ/ тавра калаçмашкăн журналистсене пресс-конференцие пухрĕ. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăрăх - ППЭ унчченхи йĕркепех иртĕ, улшăнусем çук.
Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçипе Владимир Тимофеевпа "Хыпар" хаçат редакцийĕнче почта ĕçĕ-хĕлĕпе, хаçат-журнала вулакан патне вăхăтра çитерессипе çыхăннă ыйтусемпе тÿрĕ калаçу иртрĕ. Редакцие чылай çыру килчĕ, тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче те йышлăн шăнкăравларĕç. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта çырăнтару хакĕсене ÿстерме йышăннă май вулакансем çакăн сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕç, пичет кăларăмĕсене йÿнĕпе çырăнмалли акцие малтанхи тапхăртах ирттерме тата 30 куна тăсма ыйтрĕç, хаçат-журнала çыхăну уйрăмĕсенче ваккăн сутассине йĕркеленипе кăсăкланчĕç.
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Ăслăлăх канашĕн залĕнче Пĕтĕм Раççей студенчĕсен ăслăлăх конференцийĕ уçăлчĕ. Кăçалхипе вăл хĕрĕх саккăрмĕш хут иртет, Раççейри Культура çулталăкне халалланă.