Экзаменсем тĕрĕс иртчĕр
9 Apr, 2014 | Вĕрентÿ | ППЭ

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерстви Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ППЭ/ тавра калаçмашкăн журналистсене пресс-конференцие пухрĕ. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăрăх - ППЭ унчченхи йĕркепех иртĕ, улшăнусем çук.

ППЭ тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕччен пуçласа çĕртмен 11-мĕшĕччен пырĕ. Паянхи куна 14 предмет комиссийĕ йĕркеленнĕ ĕнтĕ, вĕсен председателĕсене палăртнă. Пĕлтĕрхи пекех кăçал та республикăра ППЭ йышăнакан 38 пункт ĕçлĕ. Вĕсене видеосăнав хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. 7149 çамрăк - вырăс чĕлхипе, 6962-ĕн математикăпа экзамен тытĕç, вăл шутра кăçал шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсем - 6658-ăн.

Шкул вĕренсе тухакансен хĕрÿ çак тапхăрĕ кăçал "Эпир тĕрĕс ППЭшĕн" девизпа иртет. Экзамен паракан çумĕнче тимĕр япала пуррипе çуккине ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç. Тĕрĕслевпе виçев материалне çырнă вăхăтра çамрăкăн çумĕнче телефон пурри те йĕркене пăснипе танлашать, ун пек чухне вĕренекенĕн ĕçне хакламĕç. "Çирĕпрех мерăсем йышăнни сăлтавсăр мар, çапах та хăйсен ăс-тăнне шанакансем, яваплăха туйса вĕренекенсем çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăнмалла: тĕрĕслĕх шăпах çакăнта палăрать-çке", - палăртрĕ Светлана Владимировна.

Алина ИЗМАН