100 баллисен йышĕ хушăннă

25 Çĕртме, 2018

Шкулсенче экзаменсем вĕçленчĕç — вĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. 11-мĕш классем — 5,8 пин, 9-мĕшсем 11,7 пин ытла яшпа хĕр экзамен тытнă. Ку йыш пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах.

Тĕрĕслев çирĕп пулнă. Сăнавçăсен йышĕ кăна 110 çынпа танлашнă. Çав шутра — Мускавран килнĕ сăнавçăсем те. Йĕркене пăснă икĕ теçеткене яхăн тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнчи çакнашкал 9 тĕслĕхрен пурте тенĕ пекех кĕсье телефонĕпе, шпаргалкăпа усă курнипе çыхăннă.

«Йĕркене пăснисем халь суйласа илнĕ предметсен экзаменĕсене çитес çул кăна тытма пултарĕç, ытти предметпа — кĕркунне. Çавăнпа эпир маларахах ачасемпе çине тăрса ĕçленĕччĕ — йĕркене пăсма юраманни пирки асăрхаттарнăччĕ», — кăçал çакнашкал тĕслĕх сахалраххин сăлтавне уçăмлатрĕ министр.

Кăтартусене илес тĕк — ППЭ тĕлĕшпе 100 балл пухнисен йышĕ ÿсни савăнтарать: историпе — 4, химипе — 6, вырăс чĕлхипе 32 çын ĕçĕ çакнашкал чи пысăк хаклава тивĕçнĕ. Министр хăйĕн сăмахне шкулсенчен вĕренсе тухакансем валли республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче кăçал 3,2 пине яхăн бюджет вырăнĕ пулассине çирĕплетнипе вĕçлерĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас