ППЭне вăхăтран маларах тытаççĕ
Чăваш Енре ППЭне хими тата истори предмечĕсемпе вăхăтран маларах 43 çын тытнă.
Ĕнер, пушăн 26-мĕшĕнче, 16 вĕренекен /планпа — 30/ — химипе, 27-ĕн /планпа — 50/ историпе экзаменсене хутшăннă. Вĕсем Шупашкарти 48-мĕш шкулта иртнĕ. ППЭре пичет технологийĕсемпе, ĕçсене сканерланипе, видеосăнавсемпе усă курнă. «Экзаменсем техника чăрмавĕсемсĕр, çирĕплетнĕ йĕркепе иртрĕç, — палăртнă ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова. — Ĕçсен кăтартăвĕсем ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă пулĕç».
Вăхăтран маларах паракансен тепĕр тапхăрĕ ыран, пушăн 28-мĕшĕнче, ют чĕлхе предмечĕпе иртĕ. Экзамена хутшăнма 22 çын кăмăл тунă.
Аслă шкула вĕренме кĕмелли чи пĕчĕк балл историпе — 32, химипе — 36.
Палăртмалла, ППЭне вăхăтран маларах кăçал — пушăн 21-мĕшĕнчен пуçласа акан 11-мĕшĕччен, вăхăтпа вара çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 2-мĕшĕччен ирттерме йышăннă.
Комментари хушас