Экзаменсем вĕçленсе пыраççĕ

18 Çĕртме, 2018

9, 11-мĕш классенче вĕренекенсем патшалăхăн тĕп тата патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ. Ĕнер, сăмахран, шкултан вĕренсе тухакансем биологипе тата ют чĕлхепе /çырса/ патшалăхăн пĕрлехи экзаменне панă.

Биологие пĕтĕмпе 1443 вĕренекен суйласа илнĕ. Асăннă предметпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ икĕ пайран тăрать. Унта пĕтĕмпе 28 задани. Вĕсене пурнăçлама 210 минут уйăраççĕ. Ку предметпа чи пĕчĕкки — 36 балл шутланать. Ют чĕлхепе экзамена çырса 686 çын тытнă, вĕсенчен 683-шĕ акăлчан чĕлхине суйласа илнĕ. Ют чĕлхесемпе экзамен 4 пайран, 40 заданирен тăрать. Вĕсене пурнăçлама 3 сехет уйăрĕç. 22 – чи пĕчĕк балл. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара кăçал шкултан вĕренсе тухакансем историпе тата химипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă. Кăçал историе пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,5 пин вĕренекен ытларах суйласа илнĕ. Химипе вара 11 пин ытларах ача хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхнă. Экзамен тытакансенчен 40 проценчĕ ытла 61-100 балл пухма пултарнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхипе пĕрешкелех. Çĕртмен 14-мĕшĕнче вара шкул 11-мĕшсем, пĕтĕмпе 2,7 пин çын, обществознанипе экзамен панă. Асăннă предметпа чи пĕчĕк балл 42-пе танлашать. Аса илтеретпĕр, маларах 11-мĕшсем математикăпа /база тата профиль/, вырăс чĕлхипе ППЭ тытнă. Республикăра вĕренекенсем ПТЭ тата ППЭ епле тытнине çĕртмен 25-мĕшĕ хыççăн пĕтĕмлетĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас