Чувашев чăваш-и?
Редакцие Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Зоя Герасимова шăнкăравларĕ. «Паралимп вăййисене хупнă чухне вăй-хăвачĕпе тĕлĕнтернĕ Алексей Чувашев чăваш мар-ши?» - пĕлесшĕнчĕ пулчĕ вăл.
Чувашев... Ят е хушамат çын çумне ахальтен çыпăçманнине шута илсен чăнах та спортсменăн йăх-несĕлне никĕслекенсем чăвашсем теме пулать. ...Алексейпе хăйĕнпе çыхăнма май килмерĕ. Хальхи вăхăтра вăл чикĕ леш енче сборта. Телефона мăшăрĕ Наталья тытрĕ. Вăл, паллах, хушамат тĕлĕшпе туллин нимĕнех те калаймарĕ, иккĕленĕве вăйлатрĕ кăна. «Алексей Чул хулара çуралнă. Ашшĕ, тен, чăваш та», - терĕ.
Тĕплĕнрех - "Чăваш тĕнчи" кăларăмра.