Сĕнтĕрвăрринче - шахматистсен фестивалĕ

9 Ака, 2014

Сĕнтĕрвăрринче ял шахматисчĕсен республика фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕк, Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрнар, Шупашкар, Патăрьел, Красноармейски районĕсен тата Çĕнĕ Шупашкар хулин представителĕсем хутшăннă.

1992 çултанпа йĕркелекен фестивальте республикăри чи вăйлă шахматистсем вăй виçеççĕ. Пĕрремĕш турнирта Вăрнарти В.Наумов çĕнтернĕ, 2010 çулта вăл тепĕр хут палăрнă. Тĕрлĕ çулта ăмăртура Сĕнтĕрвăрри районĕнчи М.Герасимовпа В.Гусев, Çĕрпÿри А.Сергеев, Куславккари Г.Илларионов, Вăрмарти Н.Ермолаев, Пăрачкаври В.Лазарев тата ыттисем мала тухнă.

Ку хутĕнче турнирта 37 шахматист тупăшнă. Чи сумлă наградăна Шупашкар районĕнчи Ишлейре пурăнакан А.Александров çĕнсе илнĕ. Кÿкеç тăрăхĕнчи А.Григорьев тата Çĕрпÿри А.Крупский иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех 84-ри С.Дмитриева /Çĕрпÿ районĕ/ тата чи çамрăк шахматиста, 12-ри Е.Петрова /Шупашкар хули/ ятарлă парнесемпе чысланă.

 

Рубрика: