Çĕнтерÿçĕне - çăмăл машина
9 Apr, 2014 | Культура

"МАП" ООО хаçат-журнала 2014 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăнакансене хавхалантарас тĕллевпе конкурссем ирттерет.

Пичет кăларăмĕсене çыхăну уйрăмĕнче "Раççей почтин" каталогĕ тăрăх чи пысăк суммăллăх суйласа илнисене "LADA-GRANTA" çăмăл машинăпа чыслаççĕ. Тата тепĕр хĕрĕхĕшĕ йăлара усă куракан техника сертификатне - тивĕçĕç.

"Çырăнтарушăн - автомобиль" конкурс йĕрки тăрăх прессăн "Раççей почти - 2014-2" каталогне кĕртнĕ кирек хăш кăларăма кăçалхи ака уйăхĕн 1 - çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕсенче çырăнмалла, ăмăртăва хутшăнмалли заявкăна - абонементсен /СП-1/ тата тÿленине çирĕплетекен чек копийĕсене "МАП" ООО адресĕпе /127994, ГСП-4, К-51, Мускав хули, Цветной бульвар, 30/ ярса памалла.

Çырăнтарăвăн регионсен хушшинчи агентстви заявкăсене 2014 çулхи ака уйăхĕн 1 - авăн уйăхĕн 15-мĕшĕсенче йышăнать, чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕччен вĕсене тишкерсе конкурса пĕтĕмлетет. Çĕнтерÿçĕсем патне наградăсене кăçалхи чÿк уйăхĕн 18 - раштав уйăхĕн 31-мĕшĕсенче çитереççĕ.

Интернет урлă хаçат-журала 5000 тенкĕрен ытларах çырăннисем валли çирĕплетнĕ "Айфон 5S 5000 тенкĕрен ытларах" конкурсăн тĕп парни - айфон 5S, 3000 тенкĕрен ытларах çырăннисен "Тусăма - çырăнтару, хама - парне" конкурсĕн - 10000 тенкĕ. Почта ĕçченĕсен "Малалла ăнтăл та çĕнтер" конкурсĕнче çĕнтернисене укçан хавхалантараççĕ.

Çакăн пирки www.map-smi.ru тата www.vipishi.ru сайтра тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.

Чăваш халăх хаçачĕн тусĕсене "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене /паллах, малтан - "Хыпара", унтан унăн 13 кăларăмне/ кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн пуçаруллă çырăнса "МАП" ООО ирттерекен конкурссене хутшăнма сĕнетпĕр. Тен, "LADA-GRANTA" е айфон 5S сирĕн пулĕ...

 

В.ИЛЬИНА