Владимир ТИМОФЕЕВ: "Пичет кăларăмĕсемпе çыхăнуçăсен пĕр тĕллевлĕ пулмалла"

8 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçипе Владимир Тимофеевпа "Хыпар" хаçат редакцийĕнче почта ĕçĕ-хĕлĕпе, хаçат-журнала вулакан патне вăхăтра çитерессипе çыхăннă ыйтусемпе тÿрĕ калаçу иртрĕ. Редакцие чылай çыру килчĕ, тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче те йышлăн шăнкăравларĕç. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта çырăнтару хакĕсене ÿстерме йышăннă май вулакансем çакăн сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕç, пичет кăларăмĕсене йÿнĕпе çырăнмалли акцие малтанхи тапхăртах ирттерме тата 30 куна тăсма ыйтрĕç, хаçат-журнала çыхăну уйрăмĕсенче ваккăн сутассине йĕркеленипе кăсăкланчĕç.

Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин хуравĕсемпе "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи номерĕнче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Валентина СМИРНОВА

Теги: