Шута арестленĕ
Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем, пурĕ 27 çын, çулталăк пуçланнăранпа хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана алла тытса кураймаççĕ. Сăлтавĕ - Шупашкар район администрацийĕн финанс пайĕ РФ Бюджет кодексĕн 242.5 статйин 7-мĕш пунчĕпе килĕшÿллĕн Ишлей ял тăрăх администрацийĕн шучĕ çине куçакан укçа-тенке тăкакламалла мар туни. Пĕлтĕр финанс пайне ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртмелли документ килнĕ. Ишлейсем Газпромăн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысăк организаци умĕнче парăма, пурĕ 3 миллион та 600 пине яхăн тенкĕ, кĕнĕ.