Интернат вĕсемшĕн - тăван кил...

11 Ака, 2014

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕ" бюджет учрежденийĕ уçăлнăранпа кăçалхи ака уйăхĕнче 45 çул тултарать. Хÿтлĕх кĕтекен малтанхи çынсем кунта Çĕрпÿ районĕнчи Иваново салинчи ветерансен çуртĕнчен куçнă, вĕсем хыççăн - Йĕпреçрен, Атратьрен...

Çак тапхăрта вăл аталанăвăн тĕрлĕ тапхăрĕ витĕр тухнă: ветерансен çурчĕ пулнă, инвалидсен çурчĕ шутланнă, халĕ авă - аслă ăру çыннисемпе сусăрсен хÿтлĕх учрежденийĕ.

Социаллă учреждени çинчен "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултаратăр.

Рубрика: