Тĕллевĕ пĕрре - аталанушăн

11 Ака, 2014

Çулталăк каялла иртнĕ Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн 5-мĕш създĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политикăри хăйĕн чăн вырăнне тупнине, граждан обществин пурнăçне йĕркелесе пымалли тĕп форма пулнине, хăватлă витĕм кÿнине кăмăллăн палăртрĕ. "Çак институтăн пĕлтерĕшне тата çÿллĕрех шая çĕклес тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн професси уявне - Вырăнти хăй тытăмлăх кунне - кашни çулах ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тума йышăнчĕ. Обществăри тăнăçлăх, аталану нумай чухне хула тата район администрацийĕсен тухăçлă ĕçĕнчен, влаç тытăмĕ халăхпа мĕнле çыхăну тытнинчен, вĕсен ыйтăвĕсене мĕнле татнинчен тата ытти нумай сăлтавран килнине самантлăха та манас марччĕ. Вырăнти влаçăн вырăнти социаллă пурнăçа йĕркелесе тăмалла. Манăн шухăшăмпа, çапла тăвать те", - терĕ Михаил Васильевич.

"Вырăнти хăй тытăмлăх" темипе çырнă материалсемпе тĕплĕнрех 5, 6, 11, 12 страницăсенче паллашăр.

Рубрика: