Шута арестленĕ
11 Apr, 2014 | Пулса иртни

Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем, пурĕ 27 çын, çулталăк пуçланнăранпа хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана алла тытса кураймаççĕ. Сăлтавĕ - Шупашкар район администрацийĕн финанс пайĕ РФ Бюджет кодексĕн 242.5 статйин 7-мĕш пунчĕпе килĕшÿллĕн Ишлей ял тăрăх администрацийĕн шучĕ çине куçакан укçа-тенке тăкакламалла мар туни. Пĕлтĕр финанс пайне ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртмелли документ килнĕ. Ишлейсем Газпромăн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысăк организаци умĕнче парăма, пурĕ 3 миллион та 600 пине яхăн тенкĕ, кĕнĕ. Çапла вара ведомствăна пăхăнакан клуб, вулавăш ĕçченĕсем шалусăр тăрса юлнă. Суд ирĕк памасăр шута ĕçлеттерме май килмест-мĕн.

Шупашкар район прокуратури лару-тăрăва тĕпченĕ, район администраци пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе представлени çырнă, унта тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме, айăплисене явап тыттарма ыйтнă. "Ишлей ял тăрăх администраци шутне хупни ĕç укçи тÿлемелле маррине пĕлтермест", - ăнлантарнă А.Моисеев прокурор.

Тĕплĕнрех - "Чваш хĕрарăмĕ" хаçатра.

Алина ИЗМАН