Çурхи кун вăхăт хаклă
11 Apr, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене анчахрах 433,2 млн тенкĕ /федераци бюджетĕнчен - 300,7, республикăн - 132,5/ куçарса панă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 41% ытларах. Апла пулсан аграрисен çур акине хатĕрленме майсем çителĕклĕ. Çурхи кун вăхăт хаклă пулнине самантлăха та манас марччĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви уй-хир ĕçĕпе кунсерен кăсăкланать. Виçĕм кун Сергей Павлов министр Канаш районĕнче пулса курчĕ, хатĕрленÿ лару-тăрăвĕпе паллашрĕ. Кăнтăр енчи хуçалăхсем хĕрÿ ĕççие иртнĕ эрнерех пуçăннă, кунта тытăнаççĕ кăна-ха. Çав кун "Канаш" АСК, Лукьянов хресчен-фермер хуçалăхĕ тата Киров ячĕллĕ ЯХПК кĕрхисен уйне тухнă. Ĕнер "Хучель" ООО механизаторĕсем кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарма пуçланă. Ун валли минерал удобрени çителĕклĕ.

Çĕрпÿ тăрăхĕнче те хресченсемшĕн кунсем хĕрÿ иртеççĕ. "ВДС" ОООра нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеççĕ. Тăпран çиелти хытнă сийĕ çемçелсе ăшăнать, нÿрĕк упранать. Андрей Хорошавин хресчен-фермер хуçалăхĕнче кĕрхисен лаптăкĕнче азот удобренийĕ сапаççĕ.

Республикăра ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене 26% апатлантарнă. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсемсĕр пуçне ыттисем çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствин виçĕм кунхи кăтартăвĕ тăрăх Чăваш Енре паха вăрлăх 42218 тонна хатĕрленĕ, палăртнин 87 проценчĕ ку, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8% ытларах. 10-12 районта 1643 тонна вăрлăха им-çамланă, 7327 тонна çĕр улмине яровизацилеме кăларнă. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне çак ĕçсене вуçех тытăнман та.

Минерал удобрени туянасси малалла пырать. Юлашки 10 кунра кăтарту республикипе 765 тонна лайăхлатнă, дизтопливо - 5,6%, автобензин 4,5% ытларах кÿрсе килнĕ. Ĕçе хăвăртлатмасăр удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материал хатĕрлессине 100 проценчĕпех хăçан тултарĕç - калама хĕн.

Валентин ГРИГОРЬЕВ