Новости по теме

22 Ака, 2014

Учительсен шалăвне шайлашуллă ÿстереççĕ

«Шкул умĕнхи, шкулти тата хушма вĕренÿ тытăмĕнчи ĕç укçи çинчен тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе пухăнтăмăр çакăнта, - терĕ Светлана Владимировна тĕл пулăва уçнă май. - Унта тăрăшакансен, уйрăмах шкулти учительсен шалăвне чакарнă текен сас-хура сарăлчĕ. Анчах çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.

22 Ака, 2014

Музей вулавăшĕ пуянланчĕ

Тĕнче уçлăхĕн пĕрремĕш паттăрĕ Юрий Гагарин 80 çул тултарнине халалласа Шуршăлти Космонавтика музейĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. Вăл шутра - "Николаев вулавĕсем", "Çĕрĕн пĕрремĕш космонавчĕ" ăслăлăх эрни, "Парне кунĕ"... Музей библиотеки çав кун 135 кĕнекепе пуянланчĕ. Сумлă çак парнене Шупашкарти Оксана Пестовăпа унăн тăванĕсем кÿчĕç. Оксана Романовна хулари 5-мĕш гимназире француз чĕлхине вĕрентет.

22 Ака, 2014

Кăçал ăçта çул тăвĕç, юсĕç?

«Хыпарăн» ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерĕнче журналист ыйтăвĕсене Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир ФИЛИППОВ хуравларĕ. «Чăваш Республикин 2014 çулхи, малашлăх тапхăрти 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн республикăра 2014 çулта тума тата реконструкцилеме палăртнă, регион, муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен проекчĕсене пурнăçламашкăн укçа мĕн чухлĕ уйăрни çинчен каласа пачĕ. Интервьюра хăш-хăш районта кăçал çул тăвас тĕлĕшпе ĕç мĕнлерех пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сирĕн районта çул хывма палăртман-и?

22 Ака, 2014

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхе вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Çав тĕлĕшпе «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме тăрăшать. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.

22 Ака, 2014

Строительсем хĕрÿ ĕçре

Вăрмар поселокĕнче 145 вырăнлăх ача сачĕ çĕкленет. Хальхи тапхăрта çурт тăррине витеççĕ, шалти стенасене штукатурка тăваççĕ, элктричество çути кĕртессипе, сантехника хатĕрĕсем вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Строительствăра 38 çын вăй хурать, техника та пулăшать. Паянхи кун т.лне 30 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

Аса илтерер, ача садне иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче тума пуçланă.

 

22 Ака, 2014

Каллех - фанфурик

Арçын пĕр сăмах чĕнмесĕр сутуçă умне ывăç тулли вак укçа кăларса хучĕ. Лешĕ те сăмах хушмасăр икĕ пĕчĕкçĕ кĕленче кăларса лартрĕ. Лутăрканчăк сăн-питлĕ арçын вĕсене самантрах шăлавар кĕсйине персе чикрĕ. Унтан чÿрече умĕнчен лÿперрĕн пăрăнса аптекăран тухса кайрĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти тăватă фармацевт пĕрлешĕвĕ ăнланса килĕштерсе ĕçлемелли çинчен калакан меморандума алă пуснă. 50 миллилитртан ытларах спирт шăнăçакан «фанфурик» сутма пăрахăçласса пĕлтернĕ.

Pages