Новости по теме

5 Çу, 2014

Крым Чăваш Енрен тĕслĕх илет

Нумаях пулмасть республика статусĕпе Раççей тытăмне кĕнĕ Крым Чăваш Енрен тĕслĕх илет тени пĕртте ÿстерсе калани мар.

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн Саккунлăх тата право йĕрки енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Шакир Ягудин каланă тăрăх - федерацин çĕнĕ субъекчĕн Тĕп саккунне хатĕрлемешкĕн Чăваш Ен Конституцийĕпе усă кураççĕ, унтан чылай статьяна илнĕ.

Тĕплĕнрех - паянхи номерте.

5 Çу, 2014

Кĕлешмĕш хĕрринчи хурăнсем

Канаш районĕнчи Анат тата Тури Сурăм, Кăшнаруй ялĕсен хушшинчи вунă-вун пилĕк çухрăма тăсăлакан вăрман тăрăхне «Правда» колхоз ĕçченĕсем 40-50 çул каялла лартса хальхи, килес ăрушăн пысăк ĕç тунă.

5 Çу, 2014

Паттăрсем - хамăр хушăрах

Чăнах та çапла. Нумай чухне эпир ĕмĕр пĕлекен çыннăн пурнăçне нимĕн чухлĕ те тĕшмĕртместпĕр иккен. Пĕлсен – тĕлĕнетпĕр.

Валерий Анатольевич Кузнецова пирĕн тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Çапах унăн паттăрлăхĕпе пурте тивĕçлипе мухтанмаççĕ-ха. Хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисемшĕн вăл – Валери, çамрăккисемшĕн – тете, çемьешĕн – юратнă мăшăр, атте, кукаçи, тăван тăрăхшăн, çĕр-шывшăн – паттăр çын.

30 Ака, 2014

Тархасшăн: «Самант», 4 №, ака!

«Самант» журналăн евĕрлĕхĕ - тусĕсене тем тĕрлĕ информаципе тивĕçтерни. Бронза тапхăрĕнчи хулашсенчен тытăнса тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă шкул ялавĕ таранах ытамлать ака уйăхĕн кăларăмĕ. Вулакансем номерте çамрăк хастарсемпе паллашĕç, çуркунне çуначĕсем çине ларса курĕç, ÿркенменнисем вара юмăçа та кайса килĕç.

30 Ака, 2014

Çу уйăхĕнчи пенсисене - маларах

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Пенси фончĕ, почта тата банксем çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче пенси тÿлемелли графика тÿрлетÿ кĕртнĕ.

Почтăн ялти çыхăну уйрăмĕсем пенсие çак графикпа валеçеççĕ:

29 Ака, 2014

Республика уява хатĕр

Историре мăнаçлăх паллипе çырăнса юлнă сăваплă кунччен - Çĕнтерÿ уявĕччен - шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи канашлăвне пĕтĕмлетÿллĕ тесен те йăнăш мар: çав тапхăрта мĕн пурнăçланине тишкерсе хак пачĕç, кăлтăксенчен хăтăлмалли çул-йĕре шырарĕç.

29 Ака, 2014

Саккунпа килĕшÿллĕн, совеçе тĕпе хурса

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăн Патшалăх Канашĕ хăйĕн Конституци полномочийĕсене пурнăçлама пуçланă. Çакна Чăваш Ен парламентаризмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕн пуçламăшĕ тесе хаклаççĕ. ПК кĕçех 20 çул тултарать, çак ятпа ĕнер Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн çирĕпленĕвĕпе аталанăвне, саккун кăларас ĕçе лайăхлатассине халалланă наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

29 Ака, 2014

Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Республика Пуçлăхĕ малтан Хĕрлĕ тÿремре хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ: пушарнăйсемпе çăлавçăсен техникипе оборудованине, вĕсем ĕçре усă куракан ятарлă тумтире, хÿтĕлев хатĕрĕсене пăхса тухрĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухакан номерĕнче.

29 Ака, 2014

Кăнна Кушки хапăл йышăнчĕ

Шорккари фольклор ансамблĕ Тутарстан çĕрĕнче мухтавлă Патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалланă уява хутшăнчĕ.

Кăнна Кушкинче Чăваш Ен хăнисене Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ильдар Файкулов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов кĕтсе илчĕç.

Pages