Республика уява хатĕр

29 Ака, 2014

Историре мăнаçлăх паллипе çырăнса юлнă сăваплă кунччен - Çĕнтерÿ уявĕччен - шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи канашлăвне пĕтĕмлетÿллĕ тесен те йăнăш мар: çав тапхăрта мĕн пурнăçланине тишкерсе хак пачĕç, кăлтăксенчен хăтăлмалли çул-йĕре шырарĕç. Республика çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Исаев полковник Шупашкар хулинче дислокацире тăракан çар подразделенийĕсен пĕрлештернĕ полкĕпе çар техники парада туллин хатĕрленсе çитни çинчен пайăррăн пĕлтерчĕ. Çар çыннисен "курупккисен" темиçе репетицине ирттернĕ. Юлашки хут вĕсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн каçхине тепĕр хут Хĕрлĕ тÿремре хăйсен ăсталăхне ÿстерĕç. Ун чухне çар техники те репетицие кăларĕç. Полковник пĕлтернĕ тăрăх - парада 1 пин те 200 çар çынни, 50 ытла çар техники, 10 ытла тĕрлĕ хĕç-пăшал /вăрçă çулĕсенчен пуçласа паянхи кунччен таран/ хутшăнĕ. Хăш-пĕр вăрттăнлăха уçмасăр çакна пĕлтерме пултаратпăр: çĕнни те сахал мар пулĕ.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Рубрика: 
Теги: