Саккунпа килĕшÿллĕн, совеçе тĕпе хурса

29 Ака, 2014

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăн Патшалăх Канашĕ хăйĕн Конституци полномочийĕсене пурнăçлама пуçланă. Çакна Чăваш Ен парламентаризмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕн пуçламăшĕ тесе хаклаççĕ. ПК кĕçех 20 çул тултарать, çак ятпа ĕнер Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн çирĕпленĕвĕпе аталанăвне, саккун кăларас ĕçе лайăхлатассине халалланă наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

Конференцие уçнă май парламент спикерĕ Юрий Попов 20 çул саккун кăларакан органшăн пысăк тапхăр пулманнине палăртрĕ. Çапах çак вăхăт самана улшăнăвĕпе пĕр килнине кура ПК ĕç-хĕлĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл парламентарисем йышăнакан саккунсем граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлемеллине, вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлемелле маррине, çак документсем ĕçре усă курма меллĕ пулмаллине палăртрĕ. "Саккунпа килĕшÿллĕн тата совеçе тĕпе хурса пурăнмалла, çапла пулсан суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларăпăр", - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне М.Игнатьев.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" ыранхи номерĕнче.

Рубрика: