Кăçал ăçта çул тăвĕç, юсĕç?

22 Ака, 2014

«Хыпарăн» ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерĕнче журналист ыйтăвĕсене Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир ФИЛИППОВ хуравларĕ. «Чăваш Республикин 2014 çулхи, малашлăх тапхăрти 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн республикăра 2014 çулта тума тата реконструкцилеме палăртнă, регион, муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен проекчĕсене пурнăçламашкăн укçа мĕн чухлĕ уйăрни çинчен каласа пачĕ. Интервьюра хăш-хăш районта кăçал çул тăвас тĕлĕшпе ĕç мĕнлерех пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сирĕн районта çул хывма палăртман-и? Çакăн хуравне материалпа паллашсан тупатăр.

Рубрика: