«Янра, чăваш чĕлхи!»

22 Ака, 2014

Çакнашкал ятпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче Чăваш чĕлхин кунне халалласа эрнелĕх пуçланнă.

Декада вăхăтĕнче ял-хула библиотекисенче Иван Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштаракан кĕнеке куравĕсем, электрон выставкăсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тавра пĕлÿ тата фольклор сехечĕсем, Яковлев вулавĕсем, сăвă-калав вулакансен конкурсĕсем, викторинăсем, электрон презентацисем, тăван литература тишкерĕвĕсем тата ытти мероприяти иртет. Калăпăр, Юманайсем «Чăваш чĕлхи - ăс-тăн чечекĕ» литература каçĕнче савăннă. Турхан ял библиотекинче çамрăк вулакансем «Чăваш улăпĕ» сехетлĕхре Патриархăмăр çинчен çĕннине нумай пĕлнĕ, унти вулавăш ĕçченĕсемех вĕрентекенсем валли «И.Яковлев - чăваш халăх педагогĕ» меслетлĕх материалĕ хатĕрленĕ. Çывăх кунсенче Якуртушкăньре «Эп чăваш ачи» сăвă вулакансен конкурсĕ иртмелле.

Рубрика: 
Автор: