"Клуба кĕрсенех ташша яратпăр"

22 Ака, 2014

Пултаруллă "Тантăш" ушкăн.

Яла тытса тăраканни, пĕтме паманни - культура вучахĕ. Пĕчĕк ялшăн вара вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна асрах тытаççĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи Смычкăра пурăнакансем. Кунта 2012 çулта Анатолий Тимофеевпа Альбина Михетова администраторсем киличчен клуб пĕр хушă хупă ларнă. Альбина Андреевнăпа Анатолий Петрович çурта тирпей-илем кÿртнĕ, килтен аппаратура илсе килнĕ, юрлама-ташлама юратакансем валли "Тантăш" /сăн ÿкерчĕкре/ фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Икĕ çул хушшинче "Тантăша" Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, кÿршĕ районсенче те пĕлме пуçланă. Вĕсем районта ирттерекен фестиваль-конкурссене хастар хутшăнаççĕ, тĕрлĕ яла çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăспа Ишлĕ Шетмĕ ялĕсене çитсе килнĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Рубрика: