Музей вулавăшĕ пуянланчĕ

22 Ака, 2014

Тĕнче уçлăхĕн пĕрремĕш паттăрĕ Юрий Гагарин 80 çул тултарнине халалласа Шуршăлти Космонавтика музейĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. Вăл шутра - "Николаев вулавĕсем", "Çĕрĕн пĕрремĕш космонавчĕ" ăслăлăх эрни, "Парне кунĕ"... Музей библиотеки çав кун 135 кĕнекепе пуянланчĕ. Сумлă çак парнене Шупашкарти Оксана Пестовăпа унăн тăванĕсем кÿчĕç. Оксана Романовна хулари 5-мĕш гимназире француз чĕлхине вĕрентет.

Унăн ашшĕ Роман Федорович космос темипе тахçанах кăсăкланнă, Шуршăлти музейпе тачă çыхăну тытнă. Коллекционер та вăл. Р.Пестов пулăшнипе музейра унччен филиателин темиçе куравне йĕркеленĕ. Каярахпа унти экспонатсене пурне те музей фондне панă.

Рубрика: 
Автор: