Элем - Праски Виттин
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" ирттерес ыйтупа ĕçлекен ушкăнăн пулнă.
Тухса калаçакансем пĕлтернĕ тăрăх - диктант текстне наци радиовĕ валли РСФСР тата Чăваш АССР халăх артистки Нина Яковлева вулать. Тулайри йăхташсем валли ятарлă курав хатĕрлеме шухăшлаççĕ. Ăна VouTube хостингра е тепĕр çĕрте вырнаçтарĕç, çакна диктант умĕн уçăмлатĕç.
Ларура мероприятин логотипне - элемне - хатĕрлес ыйтăва сÿтсе явнă - пухăннисем пĕр кăмăллă пулса Праски Витти ăсталанă ĕçе суйласа илнĕ. Сăмах май, "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13 сехетре ЧР вĕренÿ институтĕнче тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра пуçланать. Ăна килтен тухмасăр та çырма май пур: Марина Карягина хайланă текста Наци радиовĕ эфира кăларĕ.
Çыру йĕркине аса илес кăмăлăр пулсан сире ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче вĕренÿ институтне йыхравлаççĕ, 13 сехетре унта тÿлевсĕр заняти иртĕ.
"Пĕтĕм чăваш диктантне" çырас текенсен total.dictant.2014@yandex.ru адреспа заявка памалла. Унăн тĕслĕхне ЧПГĂИ сайтĕнче вырнаçтарнă.