Новости по теме

30 Ака, 2014

Тархасшăн: «Самант», 4 №, ака!

«Самант» журналăн евĕрлĕхĕ - тусĕсене тем тĕрлĕ информаципе тивĕçтерни. Бронза тапхăрĕнчи хулашсенчен тытăнса тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă шкул ялавĕ таранах ытамлать ака уйăхĕн кăларăмĕ. Вулакансем номерте çамрăк хастарсемпе паллашĕç, çуркунне çуначĕсем çине ларса курĕç, ÿркенменнисем вара юмăçа та кайса килĕç.

30 Ака, 2014

Çу уйăхĕнчи пенсисене - маларах

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Пенси фончĕ, почта тата банксем çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче пенси тÿлемелли графика тÿрлетÿ кĕртнĕ.

Почтăн ялти çыхăну уйрăмĕсем пенсие çак графикпа валеçеççĕ:

29 Ака, 2014

Республика уява хатĕр

Историре мăнаçлăх паллипе çырăнса юлнă сăваплă кунччен - Çĕнтерÿ уявĕччен - шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи канашлăвне пĕтĕмлетÿллĕ тесен те йăнăш мар: çав тапхăрта мĕн пурнăçланине тишкерсе хак пачĕç, кăлтăксенчен хăтăлмалли çул-йĕре шырарĕç.

29 Ака, 2014

Саккунпа килĕшÿллĕн, совеçе тĕпе хурса

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăн Патшалăх Канашĕ хăйĕн Конституци полномочийĕсене пурнăçлама пуçланă. Çакна Чăваш Ен парламентаризмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕн пуçламăшĕ тесе хаклаççĕ. ПК кĕçех 20 çул тултарать, çак ятпа ĕнер Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн çирĕпленĕвĕпе аталанăвне, саккун кăларас ĕçе лайăхлатассине халалланă наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

29 Ака, 2014

Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Республика Пуçлăхĕ малтан Хĕрлĕ тÿремре хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ: пушарнăйсемпе çăлавçăсен техникипе оборудованине, вĕсем ĕçре усă куракан ятарлă тумтире, хÿтĕлев хатĕрĕсене пăхса тухрĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухакан номерĕнче.

29 Ака, 2014

Кăнна Кушки хапăл йышăнчĕ

Шорккари фольклор ансамблĕ Тутарстан çĕрĕнче мухтавлă Патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалланă уява хутшăнчĕ.

Кăнна Кушкинче Чăваш Ен хăнисене Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ильдар Файкулов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов кĕтсе илчĕç.

29 Ака, 2014

Асăмран каймастăн эсĕ, Украина!

Украина, Украина!.. Чăнласах та асăмран каймастăн эсĕ юлашки кунсенче. Эпир сана мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хамăрăн аслă та чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çавăнта пуç хунăшăн-ши?.. Юратнă пиччем Петр Николаевич Днепр хĕрринче çапăçса йывăр аманнине пĕлнипе-ши?

29 Ака, 2014

Паллă ентешĕмĕре асра тытар

Хими наукисен докторĕ, профессор, Ленин тата Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, правительство наградисен нумай хут кавалерĕ... Çакă пĕтĕмпех пĕр çыннăн, Иван Иванович Корнилов паллă ăсчахăн, сумлă ячĕсем. Чĕмпĕр облаçĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралса ÿснĕскер чăваш ятне çÿле çĕклеме пултарнă.

Pages