Сăвăç ятне асра тытаççĕ

29 Ака, 2014

Чăваш чĕлхи кунĕнче Куславкка хулинче поэзие юратакансен «Смолин вулавĕсем» конкурсĕ иртнĕ.

Чăваш Енри паллă сăвăç тата куçаруçă Анатолий Смолин ку тăрăхри Шăнчас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чылай çул «Çилçунат» журнал редакцийĕнче, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн пресс-службинче ĕçленĕ. Унăн «Çаврăм», «Кĕтрет кĕтесĕ», «Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе» тата ытти кĕнеки кун çути курнă. РФ Писательсен союзĕн членĕ «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Çеçпĕл Мишши тата Çемен Элкер ячĕллĕ премисене тивĕçнĕ. 2012 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ентешне асра тытмашкăн район администрацийĕпе «Куславккасем» ентешлĕх пĕлтĕр ятарлă конкурс пуçарнă.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ мероприятие ачасемпе çамрăксем, вĕрентекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. Вĕсем чăваш халăхĕн паллă поэчĕсен хайлавĕсене тата Анатолий Смолин сăввисене вуланă, литература-музыка композицийĕсемпе паллаштарнă.

Рубрика: 

Новости по теме