Тунти кун Мускавра, Патшалăх академи Пысăк театрĕнче, Раççей Федерацийĕнчи Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Асăннă пулăма Раççей Культура ĕçченĕсен кунĕпе çыхăнтарнă.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче çемьене ача йышăнакан ашшĕ-амăшĕн шкулĕн кăçалхи вĕренĕвĕн пĕрремĕш курсĕ иртрĕ. Ăна Психологпа педагог реабилитацийĕпе коррекци центрĕнче йĕркелерĕç. Асăннă шкулăн пулăшăвне илнĕ 10 çын ятарлă свидетельствăллă пулчĕ.
Тĕп хулара кăçалхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлакан "True Motion" фестиваль пирки хип-хоппа пурăнакан тата сывлакансем валли тени тĕрĕс пулĕччĕ. Вăл Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртĕ. Культура çулталăкĕнче брейк-данс фестивале тата та сулмаклăрах йĕркелеме тĕв тытнă. Кăçал унта Атăлçи хутлăхĕнчи уйрăм ташă ăстисемпе пултарулăх коллективĕсем çеç мар, хăнасем ытти хуларан та пулĕç. Хальлĕхе Саранск, Липецк, Самар, Киров, Чул хула, Чĕмпĕр, Димитровград, Йошкар-Ола хăйсен çыннисене ярассине шантарнă.
Жюри йышĕнче - Раççейри, тĕнчери фестивальсенче палăрнă çынсем.
Çак кунсенче Чăваш Енре паллă писатель, публицист, совет тата рРççей политика деятелĕ, общество ĕçченĕ Александр Проханов пулни пирки "Хыпарта" пĕлтернĕччĕ.