Культура çулталăкне уçма хутшăннă

25 Пуш, 2014

Тунти кун Мускавра, Патшалăх академи Пысăк театрĕнче, Раççей Федерацийĕнчи Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Асăннă пулăма Раççей Культура ĕçченĕсен кунĕпе çыхăнтарнă.

Унта ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ертсе пынă делегаци те хутшăннă. Делегаци йышĕнче - ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, Елчĕк район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова, Куславкка районĕнчи Н.И.Лобачевский музей-çурчĕн директорĕ Надежда Егорушкина, ЧР Композиторсен союзĕн председателĕ Николай Казаков, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, Оперăпа балет театрĕн директорĕ Вячеслав Фошин, Культура программисен республика дирекцийĕн арт-менеджерĕ Максим Матросов, Çĕмĕрлери «Восход» культура керменĕ çумĕнчи ташăпа спорт халăх клубĕн ертÿçи Ирина Лиховид.

 

Рубрика: