Паллă ентешĕмĕре асра тытар

29 Ака, 2014

Хими наукисен докторĕ, профессор, Ленин тата Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, правительство наградисен нумай хут кавалерĕ... Çакă пĕтĕмпех пĕр çыннăн, Иван Иванович Корнилов паллă ăсчахăн, сумлă ячĕсем. Чĕмпĕр облаçĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралса ÿснĕскер чăваш ятне çÿле çĕклеме пултарнă. Вăл ăслăлăхра хĕрĕх çула яхăн ĕçлесе сахал мар çĕнĕлĕх уçнă, сăнавĕсемпе тĕпчевĕсем ăслăлăхăн 350 ытла ĕçĕнче çырăнса юлнă.

Вăта Тимĕрçенсем мухтавлă ентешне асра тытаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Çакна вĕсем ĕçпе çирĕплетеççĕ. Акă тĕнчипе палăрнă химик çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле тăван ялĕнче Асăну палли уçрĕç. Барельефа культура çурчĕн стени çине вырнаçтарнă. Пархатарлă çак ĕçе пуçараканĕ - ку тăрăхри пултаруллă меценат Н.Кондрашкин.

И.Корнилова чысласа йĕркеленĕ митинга Чăнлă район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Узиков ертсе пычĕ. УОЧНКА правлени председателĕ, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи В.Сваев Чĕмпĕр облаçĕнчен тухнă пултаруллă чăвашсене Хисеплĕ гражданин ят парас, вĕсен сăнĕсене паллă çынсен галерейине кĕртес тĕлĕшпе ĕçленине пĕлтерчĕ. Çак йышра СССР халăх артисчĕ А.Ургалкинпа И.Корнилов ăсчах та пулĕç.

Уява И.Корниловăн тăванĕсем, унпа тĕл пулнă, ăна пĕлнĕ çынсем, ăсчаха хисеплекенсем йышлăн пухăнчĕç. Вĕрентекенсем химикăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Анатолий Юман çыравçă Иван Ивановичпа тĕл пулнă самантсене аса илчĕ. Вăл ентешне халалласа хăй вăхăтĕнче икĕ очерк, икĕ сăвă пичетлесе кăларнă. Уявра вăл çавăн пекех Корнилов ячĕпе хайланă сăввине вуларĕ. Районти культура ĕçченĕсем, шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Рубрика: 
Автор: