Новости по теме
Уй-хир ĕçĕсем палăртнинчен маларах пыраççĕ
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ĕнер канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ирттерчĕ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Эсир экономикӑпа бизнеса аталантарас тата таварсене куҫарас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑватӑр, ҫавӑн пекех питӗ кирлӗ социаллӑ тивӗҫе пур-нӑҫлатӑр – ҫынсене ҫыхӑнтаратӑр, ҫапла майпа пӗрлӗхе ҫирӗплететӗр.
Тĕп редактора, вĕрентекенĕмĕре асăнтăмăр
Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче 1974-1988 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакторĕ пулнă Демьян Филиппович Семенов çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă турăмăр.
Тăван тăрăхпа паллашаççĕ
Чăваш Енре шкул ачисем валли экскурсисем йĕркелеççĕ.
Кăçал 5-9-мĕш классенче пĕлÿ илекен 5 пин ача çул çÿреве тухĕ. Списока çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне 737 вĕренекене резерва кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çул çÿрев маршрутне суйлама пултарать. Экскурсисене авăн уйăхĕн вĕçĕчченех йĕркелеме палăртнă. Ку проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 5 туроператора çирĕплетнĕ. Туризм маршручĕсем тăван тăрăхăн истори тата культура еткерлĕхĕпе паллашма май параççĕ.
Çамрăк художниксене Питĕре чĕннĕ
Шупашкарти Акцыновсен ячĕллĕ ача-пăча 6-мĕш ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем Санкт-Петербургри «Çамрăк художник» пленэрта пулнă.
Пулăшакансене фильмра кăтартĕç
«Атте-анне пилне ăса хывнăран эпир телейлĕ»
«Эпир пĕр çулта çут тĕнчене килнĕ. Пĕр-пĕринчен икĕ кил урлă çитĕннĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен çемье çавăрнă», — кăмăллăн калаçрĕ Николай Иванович. Пурнăçăн анлă çулĕпе 63 çул юнашар утакан Ершовсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ.
Укçа фермерсем патне çитнĕ
Кăçал «Агростартап» патшалăх грантне 35 фермер тивĕçнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 16 фермер счечĕ çине 60,8 миллион тенкĕ куçнă. Халĕ 19 фермерпа килĕшÿ тăваççĕ. Тÿлев çак эрне вĕçĕнче çитмелле. Укçа калăпăшĕ – 59,2 миллион тенкĕ.