Тÿлевсĕр тĕрĕслеççĕ
«Çамрăк мăшăрсен сертификачĕ» ача çуратассипе çыхăннă чирсене палăртма май парать.
Сертификат хуçисем çемье çавăрнă кунран пуçласа çулталăк тăршшĕпех пысăк квалификациллĕ специалистсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Республикăри икĕ организацире — Президент перинаталь центрĕнче тата Шупашкарти хула клиника 1-мĕш больницинче — сывлăха тĕрĕслеттерме май пур. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Президент перинаталь центрĕнче 237 çын çак çăмăллăхпа усă курнă. Чир тупнисене сиплев палăртнă.
фото cap.ru