Укçа фермерсем патне çитнĕ

5 Утă, 2023

Кăçал «Агростартап» патшалăх грантне 35 фермер тивĕçнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 16 фермер счечĕ çине 60,8 миллион тенкĕ куçнă. Халĕ 19 фермерпа килĕшÿ тăваççĕ. Тÿлев çак эрне вĕçĕнче çитмелле. Укçа калăпăшĕ – 59,2 миллион тенкĕ.

Грант илекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Маларах пĕр грант пуçне 6-7 заявка лекнĕ. Проектсем интереслĕ пулсан та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрайман. 2022 çулта Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Агростартап» грант шутне икĕ хут ÿстерме, республика бюджетĕнчен хушма 60 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Çавна май кăçал 35 грант валли пĕтĕмпе 120 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси» наци проекчĕн шайĕнче «Агростартап» гранта республикăра 2019 çултанпа параççĕ.

Сăмах май, агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансем валли тепĕр тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕ те пур. Вăл — «Перспектива» грант. Ăна хресченфермер хуçалăхĕсем тата усламçăсем илме пултараççĕ. Çак пулăшу регионта 2021 çулта хута кайнă. «Кăçал 17 бизнесплана пурнăçа кĕртме 125 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çĕнĕлĕхсем те пур. Пулăшу сурăх ĕрчетекенсене те лекĕ. Хăйсен ĕçне аталантарма çĕр ĕçченĕсем 10 миллион тенкĕ таран илме пултарĕç», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Çакна палăртмалла: 2021 çултанпа çак субсидипе 33 çын усă курнă. Вĕсен йышĕнче 15-ĕшĕ — сыр пĕçерекенсем, 14-шĕ — çырла ÿстерекенсем, 3-шĕ — пулă ĕрчетекенсем, пĕр фермер теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерет.

ЧР Ял хуçалăх министерстви «Перспектива» грант пулăшăвне илме конкурс пуçланни пирки пĕлтерет. Документсене июль уйăхĕн 26-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Субсидие тăватă енĕпе параççĕ: «сыр пĕçересси», «аквакультура», «улма- çырла» тата «сурăх ĕрчетесси».

Рубрика: 

Комментари хушас