Тĕп редактора, вĕрентекенĕмĕре асăнтăмăр

7 Утă, 2023

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче 1974-1988 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакторĕ пулнă Демьян Филиппович Семенов çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă турăмăр.

«Çавра сĕтеле» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ертсе пычĕ. Республикăн цифра министрĕ Михаил Степанов вăл наци хаçатне кăларса тăрассишĕн нумай тăрăшнине палăртрĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн аграри, çут çанталăкпа усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов Демьян Филипповичпа курса калаçнă самантсене аса илчĕ. Вăл сăпайлă, çав вăхăтрах хăйĕнчен çирĕп ыйтакан политика деятелĕ пулнине çирĕплетрĕ. 

Демьян Филипповичпа пĕр çемьере килĕштерсе нумай çул пурăнни çинчен унăн мăшăрĕ Маргарита Григорьевна Семенова, Демьян Филипповичпа пĕрле «Коммунизм ялавĕн» редакцийĕнче ĕçленĕ çулсене Валерий Комиссаров, Алексей Леонтьев, Надежда Смирнова, Галина Матвеева, Юрий Михайлов, Александр Вражкин журналистсем, çырусен пайĕн сотрудникĕ Галина Хрисанова, çавăн пекех Демьян Филиппович çинчен ЧПУн журналистика уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Данилов, «Хыпар» хаçатăн куçаруçинче нумай çул ĕçленĕ Геннадий Федотов аса илчĕç. Чăваш пичетне пысăк тÿпе хывнă Демьян Семенов чăваш халăхĕшĕн те, редакцире ĕçленисемшĕн те ыррине нумай туса хăварнине палăртрĕç.
www.hypar.ru

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас