Уй-хир ĕçĕсем палăртнинчен маларах пыраççĕ

10 Утă, 2023

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ĕнер канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ирттерчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Сергей Артамонов вицепремьер сăмах илчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлени пирки каласа кăтартрĕ. «Çу уйăхĕнчех апат хатĕрлеме уя тухни юлашки вунă çулта виççĕмĕш хут пулчĕ, — терĕ Сергей Артамонов. — Кăçал аграрисем ку ĕçе çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пикенчĕç. Ĕçсем палăртнă вăхăтран маларах пулса пыраççĕ».

Республикăри хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл ка¬çарма 570 пин ытла тонна утă типĕтмелле, 257 пин тонна сенаж, 341 пин тонна силос хывмалла. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне, министр пĕлтернĕ тăрăх, 93,8 пин тонна хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕм — 32,3 процент.

Сергей Артамонов 11 округра утă хатĕрлес ĕç кал-кал пынине палăртрĕ. Малтисен шутĕнче — Етĕрне, Патăрьел тата Улатăр тăрăхĕсенчи хуçалăхсем. Комсомольски, Вăрнар, Красноармейски округĕсенче кăтартусем — чи пĕчĕккисем. Çавна май муниципалитетсен ертÿçисене ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли çинчен асăрхаттарчĕç.

Муниципалитетсенче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем те пушанса пыраççĕ: 73,1 пин гектар çинчен /85 процент/ утта пухса илнĕ. Куславкка, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă округĕсенчи хуçалăхсем ку ĕçе вĕçленĕ.

Сергей Артамонов утă уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче хуçалăхсем вырмана тухма палăртнине пĕлтерчĕ. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем валли 273 комбайн, 750 косилка, 953 ытти техника хатĕрленĕ. Çак шутран 134-шне кăçал туяннă /пĕлтĕрхинчен 35,3 процент нумайрах/. «Çумăр çумасан та, шăрăх çанталăк тăрсан та кашни выльăх пуçне 31,1 центнертан кая мар апат хатĕрлесшĕн. Палăртнин 43 процентне пурнăçланă», — терĕ Сергей Артамонов.

Сăмах май, Канаш, Куславкка, Вăрмар, Тăвай округĕсенче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăйра тăрать. Округсенче хальхи вăхăтра шар курнă ял хуçалăх культурисен калăпăшне палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Çанталăк шăрăх тăни пушар тухас хăрушлăха та вăйлатать. ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, çуркуннепе çуллахи тапхăрта вут-кăвартан сыхланас тĕ¬лĕшпе профилактика мероприятийĕсене ирттересси çирĕп йĕркене кĕнĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушар хăрушсăрлăхĕн мерисене вăйлатнă. Апла пулин те, Сергей Павлов палăртнă тăрăх, республикăра пушар тухнă тĕслĕхсене пĕлтĕрхинчен ытларах шута илнĕ. Сăлтавĕ — пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни, электроприборсемпе, кăмакасемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр усă курни. Çавăн пекех пĕлтĕрхи типĕ курăка чĕртсе шар куракан йышлă. Çулăм хуралтăсене те, уй-хире те, çарансене те пысăк сиен кÿрет. Кăçал вут-кăварта 11 çын пурнăçĕ татăлнă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене тупса палăртнине, штрафланине пĕлтерчĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен граждансене вăрмана кĕме чарнă. Апла пулин те йывăç-тĕм хушшинче вут чĕртекенсем тупăнаççĕ. «Ятарлă режим çирĕплетнĕ вăхăтра кăвайт чĕртме, çÿп-çап, типĕ курăк çунтарма юраманнине халăхпа тĕл пулсан ăнлантаратпăр. Ку ыйтăва пĕрлехи информаци кунĕсенче те çĕклетпĕр. Вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманшăн паракан штраф та пĕчĕк мар», — терĕ министр.

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 8-мĕшĕччен «Бригантина» лагерьте Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ 47 ача каннă. «Вĕсем лагерьте Шупашкар ачисемпе пĕрле пурăнчĕç. Ÿсĕме кура вĕсене тĕрлĕ ушкăна пайланă, — каласа кăтартрĕ ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Никандрова. — 21 куна тăсăлнă кану тĕрлĕ енлĕ программăпа пуян пулчĕ. Ачасене Чăваш Ен историйĕпе, культурипе паллаштарнă, Шупашкар хулине экскурсие илсе çÿренĕ. Ашшĕамăшне лагерьти пурнăç пирки пĕлтерсех тăнă». Паян Чăваш Ене Бердянск районĕнчен тепĕр ушкăн килсе çитмелле. Ачасене «Бригантина» тата «Звездный» лагерьсене выр¬наçтарĕç. Сăмах май, Запорожье облаçĕнчи 300 яхăн ача çуллахи каникула Чăваш Республикинче ирттерĕ.

Комментари хушас