Комментари хушас

6 Утă, 2023

Çамрăк художниксене Питĕре чĕннĕ

Шупашкарти Акцыновсен ячĕллĕ ача-пăча 6-мĕш ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем Санкт-Петербургри «Çамрăк художник» пленэрта пулнă.

Çакăнта пĕлÿ илекенсем çулленех ку ĕçе хутшăнаççĕ. Çĕртме уйăхĕнче Питĕре виçĕ ушкăн кайса килнĕ. Плэнер вăхăтĕнче ачасем хулари паллă вырăнсемпе паллашнă. Кăçал вĕсем Эрмитажа, «Ленфильм» киностудие, Вырăс музейне, Петергофа çитнĕ. Çавнашкалах Владимир Заруцкий, Татьяна Анисимова, Артур Кочу художниксем ачасемпе хутшăннă май ÿкерес ĕçри вăрттăнлăхсене уçнă. Хăнăхнă йăлапа, Нева тăрăх юхан шыв трамвайĕпе ярăннă май пленэра пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх ĕçсене «Ăсталăх», «Сăнар», «Асра юлни» номинацисемпе хакланă. Антон Мисяков, Анастасия Кривенкова, Дарья Резникова, Елизавета Гарифуллина, Ева Семенова, Дарья Боброва, Алиса Федорова, Арина Смирнова, Евгений Лиллин çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: