Новости по теме

11 Ака, 2014

Тăвайсен ентешлĕхĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта, филармони çуртĕнче 18 сехет те 30 минутра Тăвайсен ентешлĕхĕ иртет. Унта Тăвай райповĕн продукцийĕпе, халăх пултарулăхĕн маçтăрĕсемпе паллашма, концерт курса киленме май пулĕ.

11 Ака, 2014

Водительсем кăмăллă

Çак куна Йĕпреç районĕнчи водительсем чылайранпа кĕтнĕ. Ара, машинăна бензинпа мар, çут çанталăк газĕпе çÿреттерес тесен вĕсен хальччен е Вăрнара, е Канаша çитмелле пулнă. Пĕри Йĕпреçрен 20, тепри 40 çухрăмра вырнаçнă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче водительсем çут çанталăк газне «Татнефть-АЗС Центр» пĕрлешÿн тăван район центрĕнчи станцире кĕтсе илнĕ. Хăйсен машинисене газпа «апатлантаракансем» халĕ кăмăллă.

10 Ака, 2014

Етĕрнери спирт завочĕн шăпи тинех уçăмланать

Етĕрнери спирт завочĕн шăпи тинех уçăмланать пулас. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин «Хресчен Сасси» корреспондентне пĕлтернĕ тăрăх - предприятии ĕçлесе каяс шанчăк çуралнă. Цехсенчи оборудование «Росспиртпром» акционер обществи çине куçарас ĕç вĕçленсен продукци кăларма пуçлĕç.

10 Ака, 2014

Вăрçă ветеранĕсене пулăшма

2014 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 95 ветеранĕ пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарать. Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри ветерансем валли федераци бюджедĕнчен 100,2 млн тенкĕ килсе çитнĕ.

9 Ака, 2014

Сĕнтĕрвăрринче - шахматистсен фестивалĕ

Сĕнтĕрвăрринче ял шахматисчĕсен республика фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕк, Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрнар, Шупашкар, Патăрьел, Красноармейски районĕсен тата Çĕнĕ Шупашкар хулин представителĕсем хутшăннă.

9 Ака, 2014

Çĕнтерÿçĕне - çăмăл машина

"МАП" ООО хаçат-журнала 2014 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăнакансене хавхалантарас тĕллевпе конкурссем ирттерет.

Пичет кăларăмĕсене çыхăну уйрăмĕнче "Раççей почтин" каталогĕ тăрăх чи пысăк суммăллăх суйласа илнисене "LADA-GRANTA" çăмăл машинăпа чыслаççĕ. Тата тепĕр хĕрĕхĕшĕ йăлара усă куракан техника сертификатне - тивĕçĕç.

9 Ака, 2014

Экзаменсем тĕрĕс иртчĕр

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерстви Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ППЭ/ тавра калаçмашкăн журналистсене пресс-конференцие пухрĕ. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăрăх - ППЭ унчченхи йĕркепех иртĕ, улшăнусем çук.

Pages