Новости по теме

21 Ака, 2014

Чăваш чĕлхин кунне халалланă

Элĕкри тĕп библиотекăра "Чĕлхем, тăван чĕлхем" курав уçăлнă. Ăна чăваш чĕлхин кунне халалланă. Экспозицире - И.Я.Яковлевăн, Н.А.Андреевăн /Урхин/, В.К.Магницкин, Н.И.Ашмаринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, çавăн пекех чăваш историне, культурине, йăли-йĕркине çутатакан кĕнекесем. Асăннă выставкăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чăлхине аталантарасси, наци культурине, йăли-йĕркине упрасси.

18 Ака, 2014

Путевкăшăн - черете

Çуллахи каникулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал бюджетран 15 пине яхăн путевкăлăх 578,5 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕр путевка хакĕ - 11748 тенкĕ. Эппин çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ача канĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

18 Ака, 2014

Чăх çăмарти çаврака, хĕвеле аса илтерет...

Ыран турра ĕненекенсемшĕн аслăран та аслă, çутăран та çутă праçник - Мăн кун. Вăл - "Кунсен патши", "Праçниксен праçникĕ", "Савăнăçсен савăнăçĕ". Уяв сĕтелĕ валли кашни çемьерех тутлăлантарса шурă çăкăр / кулич/ пĕçереççĕ, çăмарта хĕретеççĕ. Мăн кун çăкăрне халăхра "пурнăç" теççĕ.

18 Ака, 2014

Нурăсра "нурасла" пуплеççĕ

Ял ачисем район центрĕнчи шкула вĕренме кайсан ытларах вырăсла калаçни пирки пĕлтереççĕ пĕлĕшĕмсем. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май çакна хам куçпа курса ĕненес терĕм. Республика варринче вырнаçнă Вăрнар районне суйларăм. Нурăссем мĕнле чĕлхепе пупленине илтес тесе чăн малтан пасара çул тытрăм.

18 Ака, 2014

Кинофестиваль таврăнать...

Шупашкарти VII кинофестиваль республикăра кăçал çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă. Фестиваль президенчĕ - РФ халăх артисчĕ, "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров режиссер.

18 Ака, 2014

Шăмат кунхи номерте "Культура" кăларăм кун çути курчĕ.

Надежда Смирнова "Чунри "çÿп-çапран" хăтăласчĕ" статьяра чун, кăмăл-сипет, ăс-хакăл тасалăхĕ пирки сăмах хускатнă. Çак енсем мĕнре палăраççĕ-ха? Статьяпа палласшан хуравне тупма пулĕ.

Кăларăмра Вячеслав Шингарев журналист хăй вăхăтĕнче Шупашкара СССР халăх артисчĕ Михаил Ульянов килсе кайнă саманта аса илни пур.

16 Ака, 2014

Акана тухнă

Пăрачкав районĕнчи «Никулинский» ЯХПКра паян çурхи акана тухнă. Дмитрий Волковпа Александр Быков механизаторсем хăйсен техникине урпа акма уя кăларнă. Акана Пăрачкавсем республикăра пĕрремĕш пуçăннă.

Çурхи тырăсене хуçалăхра 490 гектар акса хăварасшăн. Ĕçе вăхăтра пурнăçлама тĕплĕ хатĕрленнĕ. Вăрлăх акма юрăхлă. Ăна çĕнетме 20 тонна элита йышши туяннă. Машина-трактора юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.

Pages