Чăх çăмарти çаврака, хĕвеле аса илтерет...
Ыран турра ĕненекенсемшĕн аслăран та аслă, çутăран та çутă праçник - Мăн кун. Вăл - "Кунсен патши", "Праçниксен праçникĕ", "Савăнăçсен савăнăçĕ". Уяв сĕтелĕ валли кашни çемьерех тутлăлантарса шурă çăкăр / кулич/ пĕçереççĕ, çăмарта хĕретеççĕ. Мăн кун çăкăрне халăхра "пурнăç" теççĕ. Хĕретнĕ çăмарта вара пурнăç пуçланса кайнин вăрттăнлăхĕ шутланать. Шурă çăкăра Сăваплă /Таса/ кĕçнерни кун пĕçереççĕ, çăмартана та çак кунах хĕретеççĕ. Мăн кун умĕнхи шăмат кун çĕрле асăннă çимĕçсене сăваплаççĕ. Çавăн пекех мулкач та / кролик те/ Мăн кун символĕ шутланать. Мулкач - ăратлăх, пуянлăх палли. Çавăнпа та çурхи çак сăваплă праçникре пĕр-пĕрне шăккалат мулкачпа сăйламалла, е çемçе тетте парнелемелле. Çапах та Мăн кунăн тĕп палли - хĕретнĕ çăмарта. Ăна тăвансене, юлташсене, пĕлĕшсене парнелесси йăлана кĕнĕ.
Ĕненекенсем Мăн кун умĕн Аслă типпе пăхăнаççĕ, чикĕве çÿреççĕ, çылăха каçарттараççĕ. Çав вăхăтрах ялсенче пÿрте çуса тасатаççĕ. Чÿрече каррисене çĕнетеççĕ. Кĕçнерни кун мунча хутса кĕреççĕ. Мăн кун валли кашниех çĕнĕ тум хатĕрлесе хурать. Асăннă пысăк уява иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче тата та интереслĕрех ирттеретчĕç. "Мăн кунра салакайăкăн та сăра пур" тесе кашни çемьерех сăра вĕрететчĕç. Кашни килтех кăмака хутса кукăль-хуплу, çÿхÿ, икерчĕ пĕçермеллеччĕ. Ваттисемпе аслисем ачапчана хăналама канфет, пĕремĕк, мăйăр хатĕрлетчĕç. Каçхине çамрăксем те аслисем те чиркĕве - Автан кĕллине- каятчĕç. Çакăн пек каланине ытти тăрăхра илтмен, анчах Вăрнар енчисем паянхи кунчченех Автан кĕллине каяççĕ. Мĕншĕн ăна çапла каланă? Ахăртнех, кĕлĕре автан авăтма пуçличченех тăнăран... Мăн асанне ĕлĕк чăвашсем Мăн куна епле ирттерни пирки те каласа паратчĕ. Мăн кун ирхине халăхпа пĕрле хĕвеле кĕтсе илме ял хĕррине пухăннă. Çак кун хĕвел ташласа тухать-мĕн. Ăна кураканăн пурнăçĕ çулталăкĕпех ăнса пырать имĕш. Хĕвел тухнă чухне ачасене сывă та ăслă çитĕнччĕр тесе тырăпа тата хăмлапа сапнă. Унтан вĕсем çулталăкĕпех чирлемесĕр пурăнас тесе çĕр çинче йăваланнă. Аслисем шăпăрлансене пылак çимепе, йăвапа, хĕретнĕ çăмартапа хăналанă. Кĕçех ачасем киле таврăннă. Вĕсене унта чи ваттисем кĕтсе илнĕ. Пÿрте малтан хĕр ачасен кĕмелле пулнă. Çапла тусан кил хуçин ĕни тына çеç пăруланă, сурăхĕсем путексем çеç туса панă имĕш. Чи малтан кĕркен хĕр ачана минтер çине лартнă. Вăл шăп ларма тăрăшнă. Ăна кура пусма ларакан чăх та хăйĕн çăмартисем çинче шăп ларасса, нумай чĕп кăларасса шаннă. Ватăсе ачасене хĕвел çинчен хывнă юмах-халап каласа панă. Мăн кунра ялта çамрăксемпе ачасем кунĕпех чуччу ярăннă. Вĕттисем хутаç çакса ял тăрăх çÿренĕ. Кашни килтех вĕсене пылак çимĕçпе хĕретнĕ çăмарта панă. Аслисем ĕрете - Мăн кун ĕçки ĕçме - кайнă. Халĕ ĕрет иртересси те манăçса пырать. Апла пулин те çăмарта пухас йăла манăçман-ха. Елчĕк, Патăрьел, Куславкка тăрăхĕнче ачасем паян та сумкăпа килĕрен çÿреççĕ.
Вăрнар тăрăхĕнчи Кивьялпа Кăмпалта вара паян та Мăн кун пăтти тата какай яшки çиеççĕ. Ку пăтта тулă кĕрпинчен пĕçереççĕ. Çиеле пĕçернĕ çăмартана тураса яраççĕ, çиелтен çу сапаççĕ. "Мăн кун пăттинчен тутлăрах пăтă тек çук",- теççĕ вĕсем. Халĕ ялсенче Мăн кун сĕтелĕсем авăнса тăраççĕ, тутлă çимĕç темĕн чухлĕ янтăлаççĕ. Иçĕм çырли, çу хушса çăрнă тăпăрчă та, пицца та, пÿремеч те, капăртма та, хуплу та ... темĕн те пур! Аслă çак уявра пурте пĕр-пĕрне: "Христос чĕрĕлнĕ!", "Чăн чĕрĕлнĕ!" - тесе саламлать. Ватăсем вара: "Мăн кунра çĕр çине ăшă анать",- теççĕ. "Мăн кунра куккук авăтнине илтни ырра-мĕн, вăл çемьере йыш хушăнассине пĕлтерет. Çамрăк хĕрсене кĕçех качча каяссине систерет имĕш. "Мăн кун эринче çут тĕнчене килекенсен ĕмĕрĕ телейлĕ килет",- теççĕ Трак тăрăхĕнче. Хаваслă çак эрнере çемье çавăракансем вара килĕштерсе пурăнаççĕ. Мĕнех, ялтилле каласан: "Тепĕр Мăн кунчен лайăх пурăнасчĕ!" Шухăшăма вара мăн асаннен сăввипе вĕçлетĕп: