"Эпĕ яланах сирĕнпе"

21 Ака, 2014

Çапла ят панă Канашри тĕп библиотекăра иртнĕ уяв каçне кĕнеке управçисем. Ăна Чăваш халăх поэчĕ Г.Н.Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Унта Канашри 10-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăннă.

Вулавăшри халăха кĕнекепе тивĕçтерекен пай ертÿçи И.Ильина çамрăксене Айхин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç "Круг жизни Геннадия Айги" слайд-фильм пăхнă, "Геннадий Айги. Поэзия тишины" электрон монографийĕпе паллашнă. Кунтах - интереслĕ сăн ÿкерчĕксем, видео тата аудиоматериалсем те. Уявра аслă класра вĕренекенсем Геннадий Айхин сăввисене вуланă, "Эпĕ яланах сирĕнпе" курава пахаланă. Вăл поэтăн чăвашла тата вырăсла тухнă кĕнекисемпе, журналсенче пичетленнĕ статьяпа пуян.

Рубрика: 
Автор: