Полина Федорова - çĕр-шыв чемпионки

18 Ака, 2014

Пензăра спорт гимнастики енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.

18-ти Раççей спорт мастерĕ Полина Федорова ирĕклĕ хăнăхтарусем туса çĕр-шыв чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Ирина Николаевăпа Светлана Платонова тренерсем патĕнче ăсталăха туптакан пике ытти номинацире те лайăх балсем пухнă, анчах ăна пьедестал çине хăпарма пĕр утăм кăна çитмен. Республикăри чи пултаруллă гимнастка Чăваш Енре кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнчи тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пĕрре мар мала тухнă.

Çĕр-шыв чемпионатĕнче пирĕн тепĕр спортсменка Мария Павлова юниорсен турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Арçынсен ушкăнĕнче РФ спорт мастерĕсем Владислав Поляшовпа Сергей Степанов лайăх кăтартусемпе палăрнă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Федерацин Атăлçи округĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Рубрика: