Новости по теме

7 Ака, 2014

Хăнара - "Чарланпа" "Кăйкăр"

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Космонавтика кунне халалласа Александр Мовчан ĕçĕсен "Чарланпа" "Кăйкăр" пирĕн патра хăнара" выставки уçăлать. Вăл - Наци музейĕпе Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Асăну комплексĕн пĕрлехи проекчĕ. Экспозици Совет Союзĕн Геройĕсем Андриян Николаевпа унăн мăшăрĕ Валентина Терешкова чăваш çĕрĕ çинче пулнă тапхăра сăнлĕ. Куравра "çăлтăрлă мăшăрпа" тĕплĕ паллаштаракан халĕччен ниçта та пичетленмен тата кăтартман сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă.

7 Ака, 2014

Владимир Яковлева асрах тытаççĕ

Елчĕк районĕнче паттăрсене манмаççĕ. Вĕсене халалласа сăвă хайлаççĕ, стенд хатĕрлеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Лаш Таяпа ялĕнче Владимир Яковлева асăнса пиçиххипе кĕрешес енĕпе турнир иртнĕ. Владимир Петрович Афган вăрçине хутшăннă, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ.

7 Ака, 2014

Пулас воспитательсем тупăшнă

Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче шкулчченхи вĕрентÿ енĕпе професси ăсталăхне палăртас тĕллевпе республика олимпиади иртнĕ. Унта Канашри тата Шупашкарти педколледжсенче вĕренекен студентсем хутшăннă.

7 Ака, 2014

Михаил ИГНАТЬЕВ: "Полномочисен вăхăчĕ вĕçлениччен тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлăп"

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсене интервью пачĕ.

Сехет çурă ытла тăсăлнă калаçура нумай темăна çĕкленĕ: республикăри социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕ, промышленноç комплексĕн аталанăвĕн малашлăхĕ, РФ Ял хуçалăх министерствипе хутшăнса ĕçлени, массăллă информаци хатĕрĕсенчи критикăна мĕнле хаклани, кадрсен улшăнăвĕн сăлтавĕсем, миграци процесĕсем тата ыт.те.

Интервьюн тулли тексчĕ "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсен ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче туллин пичетленнĕ.

 

7 Ака, 2014

Пулăхлă çĕре сиенленĕшĕн

Çĕре сиен кÿнĕшĕн хуракан штрафсен виçи ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснине юлашки вăхăтра тăтăшах курма пулать. Çĕрĕн пулăхлă сийне тăпрапа хуплса, бетон е асфальт сарса, йывăç хатĕрлесе, йывăр тиевлĕ транспортпа çÿресе, каяшпа вараласа юрăхсăра кăлараççĕ. Строительство ĕçĕсем пынă чухне те сиенлеççĕ.

4 Ака, 2014

Ача сачĕ çĕкленĕ

Вăрнарти çурçĕр микрорайонта çĕнĕ садик тума пуçлĕç. Унта бассейн та пулĕ. Ăна кăçалах, çулталăк вĕçĕнче, уçма палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра поселокра садике кайма 152 ача (2-7 çултисем) черетре тăрать.

Çак ĕçе "Аридаль" тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Объект хакĕ - 84 млн тенкĕ.

 

3 Ака, 2014

Уявра парад та пулĕ

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пирĕн халăхăн Çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ кунĕ историре темĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ. Рейхстаг çинче хĕрлĕ ялав çĕкленĕренпе кăçал 69 çул çитет. Пысăк çухатупа килчĕ çу уйăхĕнчи хĕвеллĕ çав кун. Аслă ăрусен паттăрлăхĕ, вĕсен вилĕмсĕрлĕхĕ килекен ăрусен асĕнче яланах упранĕ. Республика кăçал та ăна чыслăн палăртма хатĕрленет.

3 Ака, 2014

Электрон çырăнтару çинчен - тĕплĕн

"Хыпара" тата "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнсан хут çине пичетленĕ хаçатсем вырăнне сирĕн патăра вĕсен электронлă версийĕ пырса тăрĕ. Кĕскен - пичет кăларăмĕ тухнă кун хăвăрăн электронлă почтăра кăларăмăн виртуаллă версине PDF форматра уçса вулаятăр. Сирĕн компьютерăн, ноутбукăн, нетбукăн, планшетăн е тата смартфонăн экранĕнче хут çинче пичетленнĕ хаçатах курăнĕ. Вăл текст тĕлĕшĕнчен те, калăплав енĕпе те почтальон валеçекеннинчен уйрăлса тăмасть.

 

"Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнмашкăн хăвăршăн меллĕ меслете суйлăр:

Pages