Куравра - Майрасловăн ĕçĕсем
"Сетнер и Нарспи у родника" |
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Алексей Майраслов профессионал скульптор пурăннă пулсан 75 çул тултармаллаччĕ. Алексей Петрович Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1960-1967 çулсенче Харьковри тата Киеври патшалăх университечĕсен филологи факултечĕсенче вĕреннĕ. Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн скульптура факультетне пĕтернĕ. РСФСР Ÿнер фондĕнче чылай çул скульпторта ĕçленĕ. 2000-2008 çулсенче "Ваятель-М" /Мускав/ фирмăн генеральнăй директорĕ пулнă.
Алексей Майраслов - Чăваш Енри, Украинăри тата Раççейри нумай палăк авторĕ. Унăн тĕп произведенийĕсем: "Лен. Чувашские женщины", "Монтажники Тракторостроя в г.Чебоксарах", "Чувашка Рая", "Актер Василий Федоров", "Михаил Сеспель", "И.Я.Яковлев", "Константин Иванов", "Сетнер и Нарспи у родника" тата ытти те. Акан 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче паллă мастера Алексей Майраслова асăнса курав уçăлнă. Экспозицире - Алексей Петровичăн çирĕм ытла произведенийĕ / гипс, алюмини, бронза/.