Михаил ИГНАТЬЕВ: "Полномочисен вăхăчĕ вĕçлениччен тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлăп"
Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсене интервью пачĕ.
Сехет çурă ытла тăсăлнă калаçура нумай темăна çĕкленĕ: республикăри социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕ, промышленноç комплексĕн аталанăвĕн малашлăхĕ, РФ Ял хуçалăх министерствипе хутшăнса ĕçлени, массăллă информаци хатĕрĕсенчи критикăна мĕнле хаклани, кадрсен улшăнăвĕн сăлтавĕсем, миграци процесĕсем тата ыт.те.
Интервьюн тулли тексчĕ "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсен ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче туллин пичетленнĕ.